Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ял Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕ. Канаш хулинчи 10-мĕш шкул вĕрентекенĕсем чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарас, пуплев культурин шайне çĕклес, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе çак акцие шкул ачисене явăçтарчĕç. Ç.Элкер çырнă «Чăваш вăрманĕ» текста кăсăкланса çырчĕç.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»
![«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»](https://fs.edu21.cap.ru/content24/17/sosh10-gkan/8b19d13d-ce29-42f6-b8c1-4a2c0b55c781/825_md.jpg)