Кашни çул ака уйăхĕнче шкулсенче И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа эрне иртет

Кашни  çул ака уйăхĕнче шкулсенче И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа эрне иртет

Кашни  çул ака уйăхĕнче шкулсенче И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа эрне иртет. Пирĕн шкулта та илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхине ачасене юратма та хисеплеме, хаклама вĕрентес, ăна аталантарас, упрас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Вӗренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яракан И.Я.Яковлевăн ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç. Ачасене пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Чăвашла сăвăceм каларĕç, И.Я.Яковлевăн халалне тишкерсе тухрĕç, «И. Я. Яковлев калавĕсем» викторинăна, «Чăваш чĕлхи-анне чĕлхи» олимпиадăна, вĕрентекенсем «Пĕрлĕхре – вăй» форума, «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнчĕç. Чăвашсен тумĕпе те кăcăкланчĕç.Тăванçĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн унăн культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме,упрама тăрăшмалла.