Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев
ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан
ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ. Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин
вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар»
хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио,
Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин
тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне
çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн
регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе
хисепне ӳстересси. Канашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10-мĕш вăтам шкул
вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те акцие
кǎмǎлтан хутшǎнчĕç. Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен
кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне
тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать. Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем
илме ǎнǎçу сунатпǎр.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ
![Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паракан ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ](https://fs.edu21.cap.ru/content23/17/sosh10-gkan/62a10cbf-1672-46e1-8a40-76f55e0a4e67/327_md.jpg)