Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă
çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне
паллă тăватпăр. Çак кун 10-мĕш шкулта вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр
хатĕрленĕ кĕнекесен выставкине пăхрĕç, унăн пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Иван Яковлевича, чăваш тĕнчине çутта кăлараканне, палламан çын çук ĕнтĕ. И.
Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш
çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн
тăпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча
писателĕ, литература хаклавçи. И. Яковлев çырнă илемлĕ хайлавсем ачасене
ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкрен хисеплеме, ватлăха уяма, лайăхрах пăхма, тимлĕх уйăрма
вĕрнтеççĕ. 7-11-мĕш класра вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцие хутшăнчĕç.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи
акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне
халалланă. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки
пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ
Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен пулчĕ.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр
![Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр](https://fs.edu21.cap.ru/content22/17/sosh10-gkan/a93995a5-8dd4-4c3b-b9e4-5660bffbff31/82_md.jpg)