Чăваш чĕлхи эрнинче 4-мĕш класра вӗренекесем И. Я. Яковлевӑн
«Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ. Кӗнекене кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – чӑвашла
тата акӑлчанла та вулама пулать. Хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ.
Кӗнекери юмахсене вуланӑ май ачасем ырӑ сӑмахсене тата та ытларах
ӑша хыврӗҫ. Хайлавсем
ачасен кăмăл-туйăмне, илемлĕхне, пуплеве аталантарма пулăшаççĕ.
Чăваш чĕлхи эрнинче 4-мĕш класра вӗренекесем И. Я. Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ
![Чăваш чĕлхи эрнинче 4-мĕш класра вӗренекесем И. Я. Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ Чăваш чĕлхи эрнинче 4-мĕш класра вӗренекесем И. Я. Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ](https://fs.edu21.cap.ru/content22/16/sosh10-gkan/7e69a787-88f2-48b8-bfb8-cb1354280518/77_md.jpg)