Чăваш Республикин символĕсен кунĕ çывхарнă май 5 В класра çак темăпа урок иртрĕ

Чăваш Республикин символĕсен кунĕ çывхарнă май  5 В класра çак темăпа урок иртрĕ. Ачасен гражданлăх туйăмне вайлатас тĕлĕшпе урокра чăваш халăхĕн символĕсем çинчен калаçу иртрĕ, «гимн», «герб». «ялав» ăнлавсене текст тăрăх çирĕплетрĕç. Чăваш патшалăх символĕсен авторĕсем çинчен вуларĕç.  Урока Петĕр Хусанкай сăмахĕсемпе вĕçлерĕç: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»