Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçал Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕ. Çак акцие Канашри 10-мĕш шкулта вĕренекенсем тата чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Шкултан 15 çын хăйĕн чĕлхе пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Ачасем çĕнтерĕве халалланă текст кăсăклă пулнине палăртрĕç.