«Асамлă хĕç» комикссен ăмăртăвĕ иртрĕ

Çамрăксен ӳнер пултарулăхне аталантарас, çĕршыв историне тĕпчесе тишкерес, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарас тата çут çанталăкпа тăван тавралăх пулăмĕсене ӳкерчĕк мелĕпе уçса пама вĕрентес тĕллевпе чăваш халăх сайчĕпе чăваш чĕлхин инçет вĕрентӳ центрĕ 2012-2013 çулсенче шкул ачисем хушшинче «Асамлă хĕç» комикссен ăмăртăвне ирттерчĕ.

Çак ăмăртăва пирĕн шкултан 8-мĕш класра вĕренекен Ширяева Наташăпа Сергеева Даша хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.