7 А класра Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçă çулĕсенче фашистсене хирĕç паттăр çапăçнă салтаксене халалланă урок иртрĕ

7 А класра Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçă çулĕсенче фашистсене хирĕç паттăр çапăçнă салтаксене халалланă урок иртрĕ. Урокра ачасем «Хĕрĕх пĕрремĕшсем», «Шурă кăвакарчăн» сăвăсене, «Иртнĕ вăрçă» текста пăхса тухрĕç.Питĕ хаяр пынă иртнĕ вăрçă.

Вăрçă 1418 талăка тăсалнă. 30 миллион çын пуçне хунă вăрçă хирĕсенче, тĕрмесемпе концлагерьсенче. Тăшманпа тĕрлĕ халăх çапăçнă. Вĕсем хушшинче чăваш ывăлĕсемпе хĕрĕсем те миршĕн кĕрешĕве тухнă. Чăваш Республикинчен фронтра 160 пин çын çапăçнă. 90 пин ытла çын Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă. Павлова К. «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» сăвă композицине пăхмасăр каласа пачĕ.

  Урок вĕçĕнче вăрçă ветеранĕсене хисеплесси, пулăшасси, ырă кăмăллă  пуласси çинчен каласа хăварчĕç.