Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 9А класра «Тăван çĕр-шыв хÿтелевçисем» ятлă урок иртрĕ. Çак урокра Тăван çĕр-шыв, тăван халăх, çывăх çынсен канлĕхĕшĕн хăйсен пурнăçне паракан çынсемпе паллашрĕç. Эпир телейлĕ пурнăç ачисем. Мирлĕ, савăнăçлă пурнăçпа пурăнатпăр, çапах та вăрçă кунĕсем, çухатусем асран тухмаççĕ. Вăрçă … Çав тери хăрушă пулăм вăл. Вăрçă ан пултăр тесен халăхсен пĕр-пĕринпе килĕштерсе , туслă пурăнмалла, тăван çĕр-шыва юратмалла.