6-мĕш класра «Пире вăрçă кирлĕ мар, пире кирлĕ мир» темăпа урок иртрĕ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче шкул ачисене, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕр шыва, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе 6-мĕш класра «Пире вăрçă кирлĕ мар, пире кирлĕ мир» темăпа урок иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 68 çул çитрĕ. Тăван çĕршыв 68 çул мирлĕ пурнăçпа пурăнать. Вăрçăн малтанхи куннех халăх тăван çĕр шыва хÿтĕлеме васканă. Хăшпĕр килтен 6-7 ывăл пĕр харăсах фронта тухса кайнă. Ачасем çавăн пек çемьесенчен пĕри Муркаш районĕнчи Истеркке ялĕнчи Николаевсен иккенне пĕлчĕç. Сакăр салтакăн амăшне хисеплесе лартнă палăкпа паллашрĕç. Вĕренекенсем вăрçăра пулнă хăйсен мăн аслашшĕсем çинчен каласа пачĕç. Çăмăл килмен çак Çĕнтерÿ. Çавăнпа та ветерансене манмалла мар, вĕсене яланах пулăшмалла, Тăван çĕр шыва юратмалла  тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.