чăваш чĕлхи кунĕнче 3, 4 классенче хаваслă уяв –уроксем иртрĕç

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунĕнче 3, 4 классенче хаваслă уяв –уроксем  иртрĕç. Урокра И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ çинчен аса илчĕç, ăна халалласа сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисене юрларĕç. Унтан «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă вылярĕç, хăйсем чăвашла калаçма пултарнине, тăван çĕр шыва мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç. Ачасем вăййа хаваспах хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем пĕчĕк парнеллĕ пулчĕç.