И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ ятпа тăван чăваш çĕр-шывне, чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма хăнăхтарас тĕллевпе 5А класра «Çăлтăрчăк» вăйă – конкурс иртрĕ

Ака  уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ  ятпа тăван чăваш çĕр-шывне, чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма хăнăхтарас тĕллевпе 5А класра «Çăлтăрчăк» вăйă – конкурс иртрĕ. Вăйă виçĕ туртан тăчĕ. Ачасем «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи», «Савнă çĕр – чăваш çĕр-шывĕ», «Халăх ăс-хакăлĕ» турсенче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Вĕсем конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Ку конкурсра çĕнтерÿçĕсем те пулчĕç: Курбатова П.-1 вырăн, 2 вырăнта – Александрова Н., 3 –мĕш вырăнта Григорьева И.