чăваш чĕлхи эрнинче 6 Б класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи- пуян чĕлхе» вăйă-ăмăртура ăмăртрĕç

Чăваш чĕлхи эрнинче 6 Б класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи- пуян чĕлхе» вăйă-ăмăртура ăмăртрĕç. Ăмăртура виçĕ команда пулчĕ: «Чĕкеç» «Чечек», тата «Юман». Вăйăра ачасем кайăксен, йывăçсен, пулăсен ячĕсене аса илчĕç, антонимсем тупрĕç, калав çырчĕç, сăвăсен  рифмисене тупрĕç, «илемлĕх тĕнчинче» пулчĕç тата ытти кăсăклă ĕçсем турĕç. Çак ăмăртура «Чечек» команда I вырăн йышăнчĕ, «Чĕкеç» -II вырăн, «Юман» - III вырăн. Юлашкинчен Окружнова М. ачасене  чăваш юррипе саламларĕ, вĕсен  кăмăлне çĕклерĕ.