Тăван тавралăха юратас, упрас, пулăшас тĕллевпе ака уйăхĕн 24- мĕшĕнче 8-мĕш класра «Чăваш вăрманĕсем» темăпа урок иртрĕ. 2013-мĕш çул çут çанталăка сыхламалли çул пулнă май вĕренекенсем вăрман пурнăçĕ, пуянлăхĕ çинчен калаçрĕç. Ĕлĕк-авалах вăрман çынна ăшăтнă, тăрантарнă. Çавăнпа та унăн пуянлăхне тирпейлĕ те перекетлĕ усă курмалла. Юлашки çулсенче этем вăрмансене сĕмсĕррĕн варалать, йывăçсене касать, чĕр-чунсен йышĕ чакать… Ку вара малашнехи ăрушăн питĕ сиенлĕ. Апла пулсан, çут çанталăка упрасчĕ.