10-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Павлова Катя хула шайĕнче ирттернĕ «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурса хутшăнчĕ. Вăйă «Илемлĕх тĕнчи», «Чĕлхе –халăх мулĕ», «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан», «Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсем», «Пирĕн пултарулăх» станцисемпе иртрĕ. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекенсем хушшинче Павлова К. II –мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпир ăна çак ятпа саламлатпăр, малалла та пысăк ăнăçусем сунатпăр!