2013 çулхи пуш уйăхĕн 1- мĕшĕнче Канаш хулинчи 1- мĕш шкулта чăваш литературин сăвăçне С.Азамата халалланă творчество каçĕ иртрĕ. Уява хулари пĕтĕм шкулсенчи ачасем хутшăнма тăрăшрĕç. Чи малтан вĕренекенсем поэтесса пултаруллăхĕпе паллашрĕç, унтан сăвă
вулакансен конкурсне хутшăнчĕç. Пирĕн шкултан конкурса 8-мĕш класра вĕренекен Светлана Доронина хутшăнчĕ. Вăл С.Азамат çырнă «Тăлăха юлнă салтак арăмĕн тав-хӳхлевне» вуласа
III – мĕш вырăн йышăнма тивĕçлĕ пулчĕ.
Вĕренекенсем çакан йышши конкурсенче хутшăнни вĕсен тавракурамĕ татах та аталанса пырасса шанас килет.