Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата ют çĕршыв чĕлхисен «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли черетлĕ семинар ирттерчĕ

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче  Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата ют çĕршыв чĕлхисен «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем валли  черетлĕ семинар ирттерчĕ. Çак семинара пирĕн шкул вĕрентекенĕсем те хутшăнчĕç. Семинарта каласу пуçламăш шкул ачисене чăваш чĕлхине вĕрентесси çинчен пулчĕ. Вĕрентекенсене Васильевам Е.В. –«Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕн методисчĕ - Валерия Мещерякова меслечĕпе паллаштарчĕ. Хăй докладĕнче çак методикăн уйрăмлăхĕсемпе принципĕсене пăхса тухрĕ, мастер-класс кăтартрĕ, унтан ÿкерчĕклĕ чăваш букварĕпе паллаштарчĕ.