Шкул ачисен Тăван çĕршыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмĕсене аталантарас тĕллевпе 6 Б класра «Тăван çĕршывах хаклă» темăпа урок иртрĕ. Урок П. Хусанкай çырнă сăвă йĕркисенчен пуçланчĕ:
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та,
Каласа парам, тăхта.
Унтан ачасем поэт ыйтăвĕ çине хуравсем шыраса тупса синквейн турĕç, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç. Урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ турĕç: кашни çыннăн Тăван çĕр-шыва юратмалла, ăна упрамалла, вăл тата илемлĕрех пултăр тесе тăрăшмалла.