7Б класри ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче кĕвĕ тĕнчипе кăсăкланчĕç

 7Б класри ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче кĕвĕ тĕнчипе  кăсăкланчĕç. Çак урокра вĕренекенсем И. Штраус пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç,  чăвашран тухнă паллă композиторсемпе паллашрĕç. Чăваш халăх композиторĕ Ф.П.Павлов çинчен презентации пăхрĕç. Ф.П. Павлов чăваш музыкипе литературин классикĕ, музыкант (скрипач), дирижер, композитор, драматург, фольклорист, педагог пулнă.  Вăл чăвашсенчен пĕрремĕш симфони кĕввин «Сăрнайпа палнай»   балет фантазине  хайланă. Урок вĕçĕнче ачасем çак темăна экспресс тĕрĕслев ыйтăвĕсене хуравласа çирĕплетрĕç.