3 А класра «Пирĕн пĕчĕк туссем» темăпа чăваш чĕлхи урокĕ интереслĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче 3 А класра «Пирĕн пĕчĕк туссем» темăпа чăваш чĕлхи урокĕ  интереслĕ иртрĕ.Урокра йытăсем çинчен калаçрĕç. Чи малтан вĕрентекен ачасене мĕнле  йытăсем пулни çинчен презентаци кăтартрĕ. Ачасем йытăсен ăраттисем çинчен нумай информаци илчĕç, фотосем пăхрĕç, йытăсем çынна усă кÿни çинчен калаçрĕç. Йытă  пире хÿтелет, сунара çÿрет, нихăçан та хăйēн хуçине инкеке лексен пăрахмасть, кил – çурта тēплĕн сыхлать, ют çынсене кēртмест. Хăшпēр йытăсене чикē сыхлама вēрентеççē. Теприсем вара ишēлнē çуртсем айēнчен аманнă çынсене тупма пултараççē, çăлаççĕ. Йытă – вăл пирĕн шанчăклă тус . Пирĕн те хамăр пĕчĕк туссене кÿрентермелле мар, вĕсемшĕн чи шанчăклă хуçа пулмалла, чĕр чунсене юратмалла.  Унтан  ачасем хăйсем çырнă пĕчĕк сăввисене, калавĕсене каласа пачĕç, тĕрлĕ пуçватмăшсене тупрĕç.

Манăн пĕчĕк тусăм пур,

Хура анчăк, вăл маттур!

Питĕ шăмă юратать,

Манпа савнăçлă вылять.

Вăл мана ялан кĕтет,

Эп килсессĕн хĕпĕртет.(Федорова С.)