2013 çулхи нарăсăн 6- мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ. Олимпиадăна пирĕн шкулта вĕренекен хула шайĕнче мала тухнă Платонова Ольга 11 класс тата Иванова Ольга 10 класс хĕрĕсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕсене çӳллĕ шайра кăтартма пултарчĕç.
Иванова Ольга - III вырăн, Платонова Ольга – II вырăн йышăнма тивĕçлĕ пулчĕç.
Хĕрсене малалла та ăнăçусем çеç сунатпăр!!!