Кашни çул Канаш хулинчи 10-мĕш шкул «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра активлă хутшăнать
Чĕкеç- вăл çуркунне символĕ. Çак ят вăл чăвашсен наци туйăмне питĕ çивăх, ахальтен мар
чĕкеç чăваш халăхĕн юратнă кайăкĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем шутне ачасен тавракурăмне аталантарасси, чăваш чĕлхине интересленсе вĕренесси кĕреççĕ.
Кăçал 2013 çулхи нарăсăн 7- мĕшĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра хутшăнма 2-9 классенче вĕренекен 82 ача кăмăл турĕç. Вĕсенчен чи кĕçĕннисем 2- мĕш классра вĕренекен 9 ача пĕрремĕш хут конкурс ыйтăвĕсемпе паллашрĕç. Ачасем интересленсе чăвашла ыйтусем çине хуравсем тупма тăрăшрĕç. Пĕтĕмĕшле çак конкурсра вĕренекенсем хăйсен чăваш чĕлхипе пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме пултарчĕç.