Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ, шкул ачисем экзаменсем тытма пуçларĕç
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ, шкул ачисем экзаменсем тытма пуçларĕç. Суйласа илмелли экзаменсенчен 9-мĕш класс пĕтерекенсем хăйсен тăван чĕлхине те суйларĕç, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе экзамен тытрĕç. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, чăвашла пуплерĕç, чăваш чĕлхине те вырăс чĕлхипе шай пĕлнине кăтартрĕç. Ачасем чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе илемне туллин кăтартма тăрăшни вара пурне те савăнтарчĕ.