«Çăлтăр çути» конкурс результачĕсем

Çу уйăхĕнче чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ ачасен ÿнер пултарулăхне аталантарас, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарас тата çутçанталăкпа тăван тавралăх пулăмĕсене ÿкерчĕк мелĕпе уçса пама вĕрентес тĕллевпе «Çăлтăр çути» конкурс йĕркелерĕ. Ку ăмăртăва  пирĕн шкулта 7-мĕш класра  вĕренекенсем  Ширяева Наташăпа Сергеева Даша хутшăнчĕç. Хĕр ачасем хăйсен ĕçĕнче тĕнче уçлăхĕнчи улăпсем çинчен каласа пачĕç,  2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр! Малалла та ăнăçусем сунатпăр!