шкулта уçă уроксем иртрĕç

Çу  уйахĕн  4-мĕшĕнче  10-мĕш шкул вĕрентекенĕсем: Павлова Н.В., Михайлова Л.Г., Яклашкина С.Н. уçă уроксем ирттерчĕç. Вĕсен  урокĕсенче Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн методисчĕсем тата хулари чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентекенсем  пулчĕç. Вĕрентекенсем хăйсен урокĕсене çĕнĕ технологиллĕ мелсемпе меслетсене усă курса ирттерчĕç. Уçă уроксем пурне те кăмăла кайрĕç.