Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2А класра «Туссем» темăпа уçă урок иртрĕ. Урока чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Платонова Е.В. ирттерчĕ. Ачасем урокра туслăх çинчен нумай калаçрĕç, хăйсен юлташĕсем çинчен каласа пачĕç, чăн-чăн тус пулма ачан мĕнле пулмалли çинчен каларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетÿ турĕç. Учитель урокра ачасен сывлăхне упрамалли технологисемпе усă курчĕ, тест ирттерчĕ. Ачасем урокра нумай вылярĕç. Уçă урок уяв пек иртрĕ. Ачасем чăвашла хитре калаçни савăнтарчĕ.