8-мĕш класра «Тăван тавралăх» темăпа викторина иртрĕ

Ака  уйăхĕн  28 - мĕшĕнче 8-мĕш класра «Тăван тавралăх» темăпа викторина иртрĕ. Вĕренекенсем ушкăнсем çине  пайланса Чăваш çĕр шывĕн историйĕпе тата  культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравласа ăмăртрĕç.  Çавăн пекех культура палăкĕсене пĕлессипе те тупăшрĕç. Истори, культура палăкĕсем вĕсем – халăх пуянлăхĕсем. Вĕсем çинчен, вĕсен историйĕ çинчен пирĕн пĕлмеллех.