Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем хула паркĕнче вăрман ячĕпе ирттернĕ хулари конкурса хутшăнчĕç. «Вăрман тусĕсем» команда йĕркелесе тĕрлĕ станцисем тăрăх çÿрерĕç. Çак конкурсра хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне, тавракурăмне пур енчен те лайăх кăтартса пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Конкурс вĕçленсен пысăк вăйă картине тăрса чăваш халăх юррине юрларĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Ачасем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.