Чăваш чĕлхи эрнинче 6а класра «Эсир Чăваш Республикине пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ

Чăваш чĕлхи эрнинче 6а класра «Эсир Чăваш Республикине пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ. Ачасем малтан Чăваш патшалăх символĕсем çинчен презентаци  пăхрĕç: ялавпа герб авторĕ Элли Юрьев çинчен тимлĕн итлерĕç, гимн сăмахĕсене аса илчĕç. Ун хыççăн викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç.Чи пултаруллисем Яклашкин Ж., Павлова К., Русанов В., Орлов Р. пулчĕç.