Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 8б класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокне хулан тĕп библиотекинче ирттерчĕç. Хальхинче ачасем Канаш районĕнче çуралнă А.Кипеч пултаруллăхĕпе паллашрĕç. Кăçал поэт 75 çул тултарать. Библиотекарь ачасене поэт кĕнекисемпе паллаштарчĕ, вĕсен тытăмĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем поэта халлаланă выстăвкăпа паллашрĕç, асăнмалăх сăнÿкерчĕк турĕç.