ачасем «Канаш поэчĕсен юратнă йĕркисем» конкурса хутшăнчĕç

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 10-мĕш шкул ачисем: Мартынова Д.(4Б класс), Косова Д.(2А), Александрова К.(1А)  Канаш хулин краеведени библиотекинче «Канаш поэчĕсен юратнă йĕркисем» конкурса хутшăнчĕç. Вĕсем унта хăйсем суйласа илнĕ В. Введенскаян, А.Тяминăн, Чĕкеç Люççин сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕç, поэтсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен сăввисене, юррисене итлерĕç, çамрăк поэтсемпе паллашрĕç. Хĕр ачасем кокурсра виççĕшĕ те 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсене саламлатпăр, малашне те  ăнăçу сунатпăр!