9-мĕш класра вĕренекенсем хулари çамрăксен библиотекинче пулчĕç

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче   9-мĕш класра вĕренекенсем  хулари çамрăксен библиотекинче пулчĕç.  Вĕсем  унта  чаваш халăх çыравçин,  Юхма Мишшин,  пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пурне те паллă  «Шарал» ятлă кĕнекипе паллашрĕç. Ку  кĕнекене  çыравçă чăваш халăхне çутта кăлараканне, И. Я. Яковлева, халалланă, ăна вырăсла «Патриарх» ятпа  куçарнă.  Талантлă çыравçă ачасем валли нумай хайлавсем çырнă, вĕсене çĕр ытла  чĕлхене куçарнă, унăн сăввисемпе юрăсем хывнă. Вăл хăйĕн кĕнекисене пĕтĕм чун-хавалне парса çырнă.