Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче 4А, 8А тата 4Б классенче граждан вăрçин легендарлă геройĕ В.И. Чапаев 125 çул тултарнă ятпа мероприяти иртрĕ. Ачасене Канашри краеведени библиотекарĕ Федорова В.В. Чапаев биографийĕпе паллаштарчĕ, вăл питĕ ăслă начдив пулнине пĕлтерчĕ, Канашри Совет Союзĕн геройĕ И.А. Кабалин 25-мĕш стрелковăй (Чапаев) дивизийĕнче çар службинче тăни çинчен пĕлчĕç. Ачасем Чапаев пурнăçĕпе презентаци пăхса паллашрĕç. Унтан «Чапаев» ятлă илемлĕ фильм курчĕç. Чыс та мухтав чăваш çĕрĕн хастар ывăлĕсене!