Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш хулин 5-мĕш шкулĕнче Уйăп Мишши 100 çул тултарнă ятпа мероприяти иртрĕ. Ачасене чăваш поэчĕн биографийĕпе питĕ тĕплĕн паллаштарчĕç, презентаци кăтартрĕç. 5-мĕш шкул ачисем Уйăп Мишшин сăввисене вуларĕç, куракансене илемлĕ юрри – ташшисемпе савăнтарчĕç. Унтан хула шайĕнче интелектуаллă конкурс иртрĕ: Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен. Ку конкурсра 10-мĕш шкул команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене диплом парса чысларĕç. Федорова Каринăпа Евграфова Надьăна саламлатпăр, çитĕнÿсем сунатпăр.