9а класра чăваш чĕлхи урокĕнче хулари тĕп библиотекăра ĕçлекен Игнатьева Г.Н. библиотекарь Чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕринпе Петр Петрович Хусанкайпа паллаштарчĕ. Вăл унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Петĕр Хусанкай чăвашла та, вырăсла та хайлавсем çырнă, тĕрлĕ чĕлхепе çырнă произведенисене чăвашла куçарнă. Чăваш композиторĕсем унăн чылай сăввине юрра хывнă. Поэт çуралăранпа 105 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕн ятне, унăн ĕçĕсене яланах асра упрĕ.