Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа хула шайĕнче класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ  Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа хула шайĕнче класс тулашĕнчи мероприяти  иртрĕ. Ертсе пыракансем ачасене А. Кăлканăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Вĕренекенсем «чăваш Крыловĕн» сăвви-юррисемпе, юптарăвĕсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн хулари шкулсенчен килнĕ ачасем викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç.