Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ раштав уйăхĕнче С. М. Михайлов 190 çул тултарнине халалласа интернет олимпиада ирттерчĕ. Интернет олимпиадăна 5-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Миллион чăвашпа çармăçран Раççейри пĕрремĕш çыравçă çинчен кашни класс валли 10-шар ыйту пулчĕ. Çак интернет олимпиадăна пирĕн шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Яклашкин Женя та хутшăнчĕ. Ăна пысăк активлăх кăтартнăшан электрон сертификатпа чысларĕç.