Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çĕрпе пĕлĕт поэтне, Ухсай Яккăвне, 100 çул çитнине халалласа уяв иртрĕ

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче  çĕрпе пĕлĕт поэтне, Ухсай Яккăвне, 100 çул çитнине халалласа уяв иртрĕ. Ку уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, шкулта тата институтра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ухсай Яккăвне халалласа ирттернĕ «Чăваш кĕсли» интернет-олимпиадăра хутшăннă çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Вĕсен шутĕнче Канаш хулин 10-мĕш шкул ачисем те пулчĕç: Сергеева Лена – 1-мĕш вырăн, Павлов Рома – 2-мĕш вырăн. Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр!