Я.Г. Ухсай 100 çул тултарнине халлаласа 11 класра вĕренекенсемпе чăваш литература урокĕ хулари тĕп библиотекăра иртрĕ

Я.Г. Ухсай 100 çул  тултарнине халлаласа   чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче 11 класра вĕренекенсемпе   чăваш литература урокĕ хулари тĕп библиотекăра иртрĕ. Чăваш халăх поэчĕ çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хамăр чĕлхепе вулакансем  çеç  мар, республика тулашăнчи вулавçăсем те кăмăлласа йышăнаççĕ.

«Кĕлпук мучи», «Шурă хурăнпа калаçни» тата ытти хăшпĕр хайлавсене   çĕршывăн пур

кĕтесĕнче те пĕлеççĕ. Сăвăçăн пархатарлă  ĕçне тивĕçлипе хакласа  ăна халăх поэчĕ  ятне панă .

      Я.Ухсай – А.М.Горький тата К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен литература премийĕсене илме тивĕçлĕ  пулнă. вăл темиçе орден кавалерĕ те.

    Библиотекăра чи малтан ачасем поэтăн кун - çулĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Чăваш классикĕ  çинчен  хатĕрленĕ   çулçÿрев презентации курса тишкерчĕç. Унтан Ухсай  тăван ял, тăван çĕр  çинчен çырнă  сăвăсене чăвашла тата вырăсла вуланине тимлĕн итлерĕç. Юлашкинчен вĕренекенсем поэт çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç.

    Шкул тулашĕнче ирттернĕ урок ачасен тавракурăмне ÿстерессе шанас килет.Чăваш халăх поэчĕсемпе паллаштарни тăван çĕршыва юратма, тăван чĕлхене хисеплеме тата хаклама  вĕрентет.