2Б класра «Чечеклен чăваш çĕршывĕ!» мероприяти иртрĕ

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 2Б класра «Чечеклен чăваш çĕршывĕ!» мероприяти иртрĕ. Çак уява ачасем тахçанах хатĕрленме пуçланă: сăвăсем вĕреннĕ, ÿкерчĕксем тунă. Ачасем «Улăп çĕрĕ» юмахпа паллашнă. Чăваш çĕршывĕн çутçанталăкĕ çинчен, чăваш хулисем çинчен пĕлнĕ . Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Урокра тĕрлĕ чăваш кĕввисем янăранă. Ачасене кун йышши мероприятисем чăваш чĕлхине татах та тăрăшса вĕренме хавхалантараççĕ.