8–мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ хула библиотекинче иртрĕ

Акан 28-мĕшĕнче 8–мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ хула библиотекинче  иртрĕ. Библиотекарь ачасене чăваш ÿнерçисемпе, анатри тата тури  халăхсен çи-пуçĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем  чăваш ÿнерçĕ классикĕсен ĕçĕсемпе презентаци пăхса паллашрĕç. Уйрăмах ачасене Э. Юрьев, А. Мухин-Чебоксарский ĕçĕсем килĕшрĕç. Юлашкинчен ачасем чăваш ятне çĕклекенсем çинчен викторина ыйтăвĕсене хуравласа хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Чăваш çыннисем хушшинче мухтава тивĕçнисем сахалăн мар. Вĕсем  хăйсен ырми-канми ĕçĕпе çывхартнă  çак хисепе. Эпир вĕсене асра тытатпăр, яланах ырăпа кăна асăнатпăр.