3Б тата 3А класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ– хĕлĕпе паллашрĕç

Апрелĕн 26-мĕшĕнче 3Б тата 3А класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ– хĕлĕпе паллашрĕç. Ачасем Иван Яковлевич Яковлевăн пĕчĕк калавĕсене  вуларĕç. Вĕсен  умĕнче 4А класра  вĕренекенсем  «Автан», «Кулачă», «Лаша шырани» произведенисем тăрăх пĕчĕк сценкăсем лартса  пачĕç. Ачасене «артистсем» питĕ килĕшрĕç, шкулта иртекен Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ валли ĕçсем хатĕрлеме хавхалантарчĕç