Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 7А класра Иван Яковлевич Яковлева халалласа «Чăваш Çĕрĕн Улăпĕ» ятлă урок-викторина иртрĕ. Ачасем чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе презентаци курса паллашрĕç, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен пĕлчĕç. Унта вĕреннĕ паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене пăхрĕç. Унтан Яковлев пурнăçĕпе çыхăннă викторина пулчĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса хăйсем мĕн астуса юлнине, пĕлнине кăтартрĕç. Викторинăра çĕнтерÿçĕсем пулчĕç
Юлашкинчен Яковлев чăваш халăхне çырса хăварнă Халала итлерĕç, вырăс халăхĕпе пĕрле пурăнмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.