Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернухина Татьяна Николаевна 4-мĕш класра «Вунă пилĕк» вăйă урокĕ ирттерчĕ. Ачасем урокра малтанах вăйă вылямалли правилăсене аса илчĕç, ваттисен сăмахĕсене каларĕç, вăйăра кирлĕ грамматика правилисене çирĕплетрĕç. Вăййа выляма икĕ ушкăна пайланчĕç. Вылянă май ачасем 4-мĕш класра мĕн вереннине аса илсе çирĕплетрĕç. Ачасем хăйсен пултарулăхне, активлăхне кăтартрĕç. Вăйăра ĕçлесе илнĕ пиллĕксене пĕр-пĕрин хушшинче валеçсе пачĕç.