Кашни çулах пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни иртет. Кăçал та ăна ака уйăхĕн 22- мĕшĕнчен пуçласа акан 29-мĕшĕччен ирттерме йышăнтăмăр , ĕç планне çирĕплетрĕмĕр. Тунтикун, акан 25-мĕшĕнче, шкулта чăваш халăхне çутта кăларакана халалласа линейка пулчĕ. Çурхи чĕрĕлÿпе пĕрле килекен ку уяв чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И.Я. Яковлев ячĕпе тачă çыхăнса тăрать. Ачасем И. Я. Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирĕн халăхшăн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç. Яковлев пил панипе тĕттĕм тенĕ чăваш ялĕсенче вун-вун шкул уçăлнă. Этем ăсне, вĕренĕве, кăмăл–сипетне, çемье, тăван чĕлхе, килĕшĕве, турă хушнине тĕпе хурса пурăнма халаллать аслă вĕрентекенĕмĕр. Паян та кивелмест çак вĕрентÿ, кашни чăваш çыннине вăй-хал парса тăрать.
Юлашкинчен 5-мĕш класра вĕренекенсем уяв ячĕпе саламласа чăваш ташшипе савăнтарчĕç.
Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те - эсĕ юл.
Анне чĕлхи, эс тăванран тăван.
Санран та çывăххи кам пур-ши ман!