8-мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ хула библиотекинче иртрĕ

Виççĕмĕш космонавта халалласа ака   уйăхĕн     22-мĕшĕнче   8-мĕш класра  чăваш чĕлхи урокĕ  хула библиотекинче  иртрĕ.  Урок теми:  «Чăвашсен паллă  çăлтăрĕ:  Шуршăл –Космос - Шуршăл». Библиотекарь А. Г. Николаев  пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çăлтăрсем  патне тунă  пĕрремĕш утăмсемпе  паллаштарчĕ. 1962 çулхи авăнăн 11-15 – мĕшĕсенче «ВОСТОК-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» тата «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут вăхăт ирттернĕ.   Викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.  Чăннипех те пирĕн  А. Г. Николаевпа  мухтанмалла. Вăл чăваш ятне çÿле çĕклерĕ.