Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе

                                                                                            Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе, ялан эс пирĕн чĕрере!


Ку чĕлхене атте-анне парнеленĕ, унпа мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ӳснĕ эпир. «Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ӳснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!» — тесе çырать Валем Ахун çыравçă. Чăнах та, епле пархатарлă туртăм вăл тăван чĕлхене сума суни. Вăл хамăрăн атте-аннемĕре тав туниех.

Паянхи вăхăтра та хăйĕн актуаллăхне çухатман чĕлхе малалла аталанĕ, ун сассийĕ çак Çĕр чăмăрĕ çинчен нихăçан та çĕтмĕ, нихăçан та çухалмĕ. Вăл пирĕн пурнăçри кашни хутлăха кĕрсе вырнаçĕ, тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ! Пирĕн чĕлхе вăл халăх мăнаçлăхне кăтартакан паллăсенчен пĕри! Вăл яланах чăвашпа пĕрле пулĕ, халăха телей парса тăрĕ! Йăнăшман Петĕр Хусанкай — чăн та «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

Чăваш чĕлхи кашни кун янратăр — килте те урамра та, хулара та,  ялта та!

Структура языковой семьи похожа на дерево. Корнем его является общий язык-предок. На иллюстрации представлена индоевропейская языковая   семья. На индоевропейских языках общается примерно 45% населения нашей планеты, в ее состав входит около 140 языков

Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тÿр килет. 6-мĕш  классенче вĕренекенсем  Иван Яковлевич  Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем çинчен аса илчĕç. Вăл çырнă калавсене, юмахсене чăвашла, вырăсла, акăлчанла вуларĕç.  Тăван чĕлхе - çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан хатĕр кăна мар, вăл - чăн-чăн ахах-мерчен, ăруран ăрăва куçакан пуянлăх. «Чĕлхе - халăх чунĕ», - тесе ахальтен каламан. Чăваш чĕлхи те çаплах. Чăвашсен пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăнса пынă ĕмĕрхи ăс-хакăл культурине вăл типтерлĕн упрать. Тăван чĕлхене хисеплемен çын хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăха та, ашшĕ-амăшне те хисеплемест.

4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Яковлев калавĕсене кам аванрах пĕлет?» вăйă-урок иртрĕ. Чи малтанах И.Я. Яковлевăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илнĕ май «Чăваш улăпĕ» электрон презентацие пăхрĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр  ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илчĕç, вĕсенче вĕрентсе каланисемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курнине тишкерчĕç. Вăйă И. Я. Яковлев калавĕсене  ачасем аван пĕлнине кăтартса пачĕ. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ. Ачасем хайлавсен ытарлă шухăшне ăнкарма тăрăшрĕç. Калавсем мĕнле пулма вĕрентнине пĕтĕмлетсе хăварчĕç.

В 3 А классе прошел урок «И.Я. Яковлев – основатель чувашского алфавита». В начале урока учащиеся узнали о благородном деле  выдающегося просветителя чувашского народа. Он был создателем чувашского алфавита, основателем Симбирской чувашской школы по подготовке учителей для школ, писателем переводчиком. За всю жизнь Яковлев издал более 100 книг и брошюр на чувашском языке. И.Я. Яковлев писал рассказы для детей. Его рассказы учат детей быть  честными и правдивыми, трудолюбивыми,  уважать младших и взрослых, любить  животных.  Каждый его маленький рассказ заключает в себе народную мораль. На уроке дети познакомились с  рассказом  И.Я. Яковлева «Хураçка».  В конце беседы сделали вывод, что нельзя обижать наших братьев  меньших, их надо любить, защищать. Они наши верные друзья.


10-мĕш шкулти 3-мĕш класра вĕренекенсем тăван чĕлхе кунне халалланă май И. Я. Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ. Кӗнекене кӗске калавсемпе  пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Ăна икӗ чӗлхепе,  чӑвашла тата акӑлчанла,  вулама пулать. Хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ. Кӗнекери юмахсене  вуланӑ май ачасем ырӑ сӑмахсене тата та ытларах ӑша хыврӗҫ. Хайлавсем ачасен кăмăл-туйăмне, илемлĕхне, пуплеве аталантарма, тăван чĕлхене юратма пулăшаççĕ.

5-мĕш класра вĕренекенсем «Çухалнă чĕлхесен патшалăхĕ» фильма пахрĕç. Фильмри ĕç-пуç чĕлхесен патшалăхне лекнĕ икĕ хĕ рача тавра пулса иртет. Асамлă уçлăхра вĕсем хăйсен тăван чĕлхине шыраççĕ. Каярах вара ăна çăлса хăварас тесе те тăрăшаççĕ. «Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет», – теççĕ. Çак каларăша «Куча мала» медиа центрĕн çамрăк журналисчĕсем хатĕрленĕ фильма курнă май та илтме пулать. Кино  çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма тата ăна хисеплеме вĕрентет.

6-мĕш кдасра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă урок иртрĕ.  Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси. Тĕнчере тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашни халăх çынни хăйĕн чĕлхипе калаçса савăнать. Вĕренекенсем çын темиçе чĕлхе пĕлсен те тăван чĕлхе чи хакли пулни, ăна упрасси  пирки калаçрĕç.  Пурнăçра – пĕр  анне, тăван чĕлхе те пĕрре пулнине ăса хыврĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.

8-мĕш класра вĕренекен Сергеев Даниил «Вăрçă ачисем» акцие хутшăннă май Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Викторовăпа тĕл пулчĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 12 çулта пулнă. Унăн ачалăхне вăрçă туртса илнĕ. Мария Николаевна хăйĕн вăрçă çулĕсенчи çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ пирки каласа пачĕ. Тăшмана çӗнтернӗ çӗрте унăн черчен аллипе кӗртнӗ тӳпи те пысăк пулĕ.  Нумай хĕн-асап тÿссе ирттерме тивнĕ ăна. Анчах та çирĕп кăмăллă вăрçă ачи пуçа усман.  Вăрçă кашни çемьене йывăрлăхпа тĕрĕслерĕ, анчах та фронтовиксен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, тылра ĕçлекенсен, вăрçă ачисен чун çирĕплĕхĕ, чăтăмлăхĕ, пурте пĕрле кар тăрса Тăван çĕр шыва хÿтĕлени ирсĕр тăшмана çĕнтерме пултарнă та. Чăтма çуккине те чăтнă, тÿсме çуккине те тÿснĕ. Вĕсем умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Халĕ вăл ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать, паянхи тату пурнăçа ырлать, пурне те ырă пурнăç сунать. «Нумай пурăнни - шăпа парни», -  тесе шутлать вăрçă ачи.